«Вербариус» элетронлӑ сехет чӑвашла «калаҫма» тытӑннӑ. Палӑртмалла: ҫакнашкал сехет Артемий Лебедевӑн дизайн студийӗ шухӑшласа кӑларнӑ.
«Вербариус» — «вӑхӑта ҫын пек ҫыракан тӗнчери пирвайхи сехет». Электронлӑ табло ҫинче хисепсем мар, сӑмахсем тухаҫҫӗ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансен шухӑшӗпе, ку пӗр-пӗр чӗлхене вӗренекен ҫынсене хисепсене ӑса хывма май парать.
«Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» чӑвашла вӗрентес шухӑш обществӑн та пулнӑ. Вӑл тӑтӑшах Шупашкарта пулнӑ май общество транспортӗнче чӑвашла такӑнса калаҫнине асӑрханӑ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче электронлӑ таблосем информацие вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗчӗлхелӗхе аталантарма нимӗн те чармасть-ҫке-ха.
Ҫав ҫын хальхи технологипе чӑваш чӗлхине пӗрлештерес тӗллевпе «Вербариуса» ҫӗнетме шухӑшланӑ. Вӑл Лебедев студин сайтне кӗнӗ те йӑлтах инструкципе килӗшӳллӗн тунӑ.
«Вербариуса» 2007 ҫулта кӑларнӑ. Халӗ вӑл производствӑра ҫук. Анчах лавкка сентрисем ҫине тухма та пултарӗ-и, тен. Студин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» каллех сутма тытӑнсан чӑваш чӗлхине студи сайчӗн пайне кӗртӗҫ.
Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки.
Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ.
Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ.
Вӗрентӳ институтӗнче паян «Халӑх шкулӗ» 2013-мӗш ҫулта ирттернӗ «Педагокика добра: край чувашский» (чӑв. Ырлӑх педагогики: чӑваш ен) фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Институтӑн 1-мӗш этажӗнче чи лайӑх ӗҫсен фотокуравне йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Хӑнасем умӗнче вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Е.В.Казакова, институт проректорӗ А.Р. Кульева, «Халӑх шкулӗ» тӗп редакторӗ А.В. Волкова, Красноармейски районӗнче фотокружок ертсе пыракан И.П. Матвеев, фотоконкурс жюри председателӗ А.С. Абрамов, И.С. Клочков фотограф тата ыттисем саламларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче 29-мӗш шкул ачисем шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Карсакова ертсе пынипе хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Шупашкарти «Чӑваш юрри-кӗвви» лабораторийӗн артисчӗсем (чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем) Любовь Кудряшова (19-мӗш шкул), Роза Осипова (2-мӗш), Галина Карсакова тата Елена Демидова (35-мӗш шкул) юрлани те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — пӗлтереҫҫӗ чыславра пулнисем.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Арск хулинче Раҫҫейӗн тӗп халӑхӗсен ассоциацийӗн йӗркелӳ пухӑвӗ тата I съезчӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи наци республикисенчен хутшӑннӑ. Чӑвашсенчен пухӑва тата съезда наципе культура чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Дмитрий Степанов) кайнӑ.
Пухӑва хутшӑннисем Патшалӑх Думи тата регионсенчи Патшалӑх Канашӗсем «Вӗренӳ ҫинчен» тата «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккунсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнине тиркенӗ. Съездра ҫӗршывӑн Президенчӗ, федераци парламенчӗн икӗ палатине тата Атӑлҫи тӑрӑхсенчи регионсен: Чӑваш Енӗн, Тутартсанӑн, Пушкӑртстанӑн — ертӳҫисемпе вӗсенчи парламентсене ямалли резолюци йышӑннӑ.
Асӑннӑ хутра виҫӗ саманта палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, регионсене хӑйсен ертӳҫисене епле калассине хӑйсене суйлама ирӗк пама ыйтнӑ. Иккӗмӗшӗ Чӑваш Ене кӑна пырса тивет. Унта Чӑваш ене патшалӑх ят тавӑрасси пирки сӑмах пырать. Виҫҫӗмӗшӗнче вырӑнти халӑхсене хӑйсен чӗлхипе пӗлӳ илме тан майсем туса парасси ҫинчен каланӑ иккен. Республикӑсенче, сӑмахран, тӑван чӗлхепе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттарма май туса пани аван тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.
Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ унччен те чӑвашла калаҫнӑ-ха. Унта ӗҫлекенсенчен пурте тенӗ пекех чӑвашла та, вырӑсла та шӑкӑлтататаҫҫӗ. Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова вулакансен шухӑшне шута илсе хӑй вӑхӑтӗнче хаҫатра чӑвашла страницӑсем те ҫӗнӗрен (хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ-ха ун пекки, анчах кайран пӑрахӑҫланнӑ) кӑларма тытӑнчӗ.
Ҫак кунсенче вара чӑваш парламенчӗн хаҫачӗн алӑкӗсем ҫине «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарчӗҫ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи «Кунта та чӑвашла калаҫатпӑр» наклейкӑсем сарма тытӑнчӗ. Алӑк ҫинче ҫапла стикер пулсан унта кӗрсен ҫынсем чӑвашла хӑюллӑнах калаҫма пултарнине пӗлтерет — апла тӑк вӑл пӳлӗмрисем ӑнланмасран шикленмелле мар.
Сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн официаллӑ порталӗнче парламент ятне икӗ чӗлхепе ҫырнӑ, пӗрне — вырӑсла, теприне — чӑвашла. Ытти влаҫ органӗсенчен хӑшӗсен порталӗсене юриех пӑхрӑм та, хам кӗрсе тухнисенче ведомство ячӗсене сайтра чӑвашла ҫырнине асӑрхамарӑм.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотип. Унӑн никӗсӗнче кӗнеке тата монитор сӑнарӗ вырӑн тупнӑ. Кӗнеке варринчи элемент шухӑшлава тата вӗренӗве пӗлтерет. Кӗнеке тӑрринче «Виҫӗ хӗвел» — 8 кӗтеслӗ виҫӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Ку вӑл илемелӗхпе лайӑхлӑха палӑртать.
Логотип авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин дизайнер. Юрий Викторович пӗлтернӗ тӑрӑх, логотипа хатӗрленӗ чухне вӑл конкурса ярса панӑ ӗҫсемпе усӑ курнӑ. Унта, сӑмах май, 78 эскиз ярса панӑ. Вӗсен авторӗсем — 6 ҫулхисенчен тытӑнса 65-чченхисем. Ҫавсен хушшинче ачасемпе студентсем те, тивӗҫлӗ канурисем те пулнӑ.
Логотипа йышӑниччен эскизсене тӗнче тетелӗ урлӑ халӑхпа сӳтсе явнӑ. Кунта 1500-е яхӑн ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Сасӑлавра 10 эскиза суласа илнӗ. Ҫавсен авторӗсене Вӗренӳ министерстви Тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарӗ.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хатӗрлекен ӗҫсенче чӑваш чӗлхипе, республикӑра патшалӑх чӗлхи шутланать пулин те, усӑ курмаҫҫӗ. Ак ҫак логотипа та вырӑсла кӑна хатӗрленӗ. Вӗренӳ министерстви ӑна йышӑнни пирӗн республикӑра вӗренӳре пӗр вырӑс чӗлхи валли кӑна вырӑн пуррине кӑтартать ахӑр.
Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ.
«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха.
«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |